Чаваш челхи куне

Чаваш челхи куне
Ака уйăхĕн 25 - мĕшĕнче кашни çyлах Чăваш чĕлхи кунне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Пирĕн шкул та çaк уява хаваспах хутшăнать.
Чи малтанах шкул ачисем умĕнче"Тăван чĕлхем" темăпа Евграфова Р.А.. Васильева С.Н. вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. Хальхи вăхăтра чăвашла калаçма пĕлни, чĕлхен илемĕпе вăрттăнлăхĕceне тĕпчеме пĕлни, ламран лама куçca пынă чăвашлăх туприне упрама пĕлни - вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен ăнлантарчĕç вĕсем ачасене.
Уявра сăвăсен конкурсĕ иртрě. Пĕрремĕш вырăна 5-мĕш класра вĕренекен У. Жирнова тата 1-мĕш класри В.Ивановăпа 2-мěш класри М.Михайлова йышăнчĕç; В. Косатикова(1класс), К.Ванифатьева(3класс) 2- мĕш вырāнта пулчĕç; В. Иванова(4класс), О.Ядрицова(5класс) - 3 - мĕшсем. Итлесе ларакансем вĕсене тăвăллăн алă çyпса caламларĕç.
Acлă праçник "Вăйă картипе" малалла тăcăлчĕ. Aчасем юрларĕç, ташларĕç, чунтан савăнчĕç.

Çaпла вара, чăнах та, пирĕн чĕлхемĕр иксĕлми пуян пулни, çeпĕç те черчен, çaв вăхăтрах тăван халăхăмăрăн ĕмěрхи çăлкуçě паянхи кун та - чĕррĕн тапса тāни палăрчĕ уявра.