Театр руками детей

Театр руками детей

Юмахсемпе ачасем мěн пĕчĕкренех паллашаççĕ. Юмах ачасене тýрĕ кăмăллă, ырă чунлă пулма, пĕр-пĕринпе тĕрĕc калаçма вĕрентет. Çав вăxăтрах, тĕрлĕ чĕpчун пек пулса, сасса е хулăмлатса, е çýхетсе калама та хăнăхтарать.Паянхи литература вулавĕ урокĕнче 3-мĕш класри ачасем "Чее такасем" ятлă чăваш юмахне тишкерсе тухрĕç. Пĕчĕк артистсем юмахри сăнарсене тĕрĕc кăтартса пама тăрăшрĕç.