Чӑваш чӗлхи эрни вĕçленчĕ

Чӑваш чӗлхи эрни вĕçленчĕ

Aка уйăхĕн 18-25-мĕшĕceнче пирĕн шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Çaк уява вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те хастар хутшăнчĕç. Эрне пуçламăшĕ "Чăваш чĕлхи-анне чĕлхи" акципе пуçланчĕ. Кашни класрах çaк темăпа калаçу иртрĕ. 5-8 классем хăйсен шухăшĕceне ýкерчĕк конкурсĕнче палăртрĕç. Чи илемлĕ, тарăн шухăшлă картинăceм Васильев Романăн(7класс), Сорокина Оксанăн(6 класс), Сумкина Рианăн(5класс) пулчĕç. Эрне хушшинче шкул ачисем "Мана килĕшекен професси" тата " Манăн ăру картти" тупăшусене те хутшăнма ĕлкĕрчĕç. Чи маттуррисем професси çын пурнăçĕнче  пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине уçca пама пултарчĕç. 1-мĕш вырăна Софья Никитинăпа Оксана Сорокина(6классем) йышăнчĕç; 2-мĕш вырăнта Васильева Аннăпа(6класс) Иванова Алина(8 класс) пулчĕç; 3-мěш вырăна Григорьев Тимурпа(5класс) Захарова Карина  пайларĕç. Ăçта-ши ман тымарăм, камceм-ши манăн несĕлсем, мĕнле чăвашсем пулнă-ши манăн йăхра? Çапла сăмахсемпе пуçланчĕ "Ăру карттине" йĕркелесси, тăванăмăрсене шыраса тупасси. Ачасемшĕн ку конкурс чи кăткăсси пулчĕ. Ку ĕçe aчисемпе пĕрле ашшĕ- aмăшĕ те хутшăнчĕ, çaвăнпа та тупăшу пĕтемлетĕвне тунă чухне çaкна та шута илнĕ. Малти вырăнсене çaк ачасем тата вĕсен ашшĕ- aмăшĕcем йышăннă:Ядрицов С., Ерилеев Э., Ерилеев Д., Худякова А., Захарова К., (8 класс); Никитина С., Захаров И.,(6класс); Сумкина Р., Ярчеев Д.(5 класс). 1-4 классем  ака уйăхĕн 21- мĕшěнче "Чăваш вăййине" тухрĕç. Тĕлĕнмелле илемлĕ иртрĕ çaк уяв! Ачасем чăваш тумĕcемпе вăййа тухрĕç. Нумай вăхăт хушши янăрарĕ хаваслă ача- пăча caccи, юрри, ташши...   Республика шайĕнче иртекен мероприятисене те хутшăнчĕ пирĕн шкул. "Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи"(#Эпир чăвашла калаçaтпăр") конкурса 4 ача  хутшăнчĕ, " Чăваш ачи чăвашах" ятпа иртекен 6-мĕш фестивальте вырăс чĕлхипе  литературăна вĕрентекен Евграфова Р.А. уçă урок ирттерчĕ. Чăваш чĕлхине халалланă шкул шайěнчи  фестиваль те тĕлĕнмелле лайăх иртсе кайрĕ. Кунта пĕтĕм шкул хутшăнчĕ: шкул çулне çитмен пепкесем те, кĕçĕн тата аслă классенче вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те. Аcлисемпе пĕрле ачасем тĕрлĕ номерсем хатĕрленĕ: юрăсем, сăвăсем, ташăcем, тупмалли юмахсем, сценкăcем. Кашни номер чуна пырса тиврĕ, кашни ача, вĕрентекен хамăр чěлхене хисеплени, çýллě шайра тытни, юратни палăрчě. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Чăваш диктанчĕ" aкцие тимлерĕмĕр, хаваспах хутшăнтăмăр. Уйрăмах 5-мĕшсемпе, 7-мĕшсем маттур пулчĕç. Вĕcем çaк акцие класĕпех хутшăнчĕç. Вěрентекенсемпе пĕрле шкул дирокторĕ С.Н. Васильева та диктантa "5" паллăпа çырса пурне те ырă тĕcлĕх кăтартрĕ. Çaк кунах " Кушлавăш уйĕ"  фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи чăваш юррисене шăрантарса, ачасене тĕрлě вăйăcем выляттарса савăнтарчĕ. Эрне вĕçленчĕ, анчах та чăваш чĕлхине  малалла та çýллĕ шайра тытасси - пирěн кулленхи ěç, тивĕç. Эпир ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ЮРАТАТПĂР, ХАМĂР  ЧĂВАШ ПУЛНИПЕ МУХТАНАТПĂР!