Мӗнле пуян чӑваш тӗрри!

Мӗнле пуян чӑваш тӗрри!



Мӗнле пуян чӑваш тӗрри, –

Унта пин-пин ҫулсен йӗрри,

Унта хӑват илет ҫӗнни,

Ҫынсем ӗмӗртенпе кӗтни.

Чĕрӗ чӑваш эрешӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсенчен пӗри шутланать. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем,тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси — ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗрӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа чӑвашсен йӑлана кӗнӗ эрешлӗхне, ӗҫ мелӗсемпе епле усӑ курнине тӗпчесе пӗлни питӗ кирлӗ.

 Иккĕмĕш класра вĕренекен ачасем те ака уйӑхĕн 20-мĕшĕнче чӑваш тĕррисене ÿкерсе, тĕрлĕ тĕспе илемлетсе пӑхрĕç. «Йӑван паттӑр» юмаха курса тишкерчĕç.