Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

  Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

 Ҫак ятпа паян  шкулта «Чӑвашла, чӑвашла эпӗ калаҫатӑп» уяв концерчӗ иртрӗ. Концерта Пысӑк Упакасси фольклор ушкӑнĕ кӑтартса пачĕ. Уява ялти моделлĕ библиотека ертÿҫи И.Я.Яковлевӑн  кĕске биографинчен пуҫларĕ, чӑваш тумĕ мĕнле ҫи-пуҫран тытӑнса тӑни  ҫинчен каласа пачĕ.Концертра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ, чӑваш юрри ҫепӗҫҫӗн шӑранчӗ.Уява вĕҫленĕ май ачасемпе пĕрле  вӑйӑсем ирттерчĕҫ. Уяв питĕ хаваслӑ иртрĕ. Пурте хӑнасене тав сӑмахĕ каласа ӑсатрĕҫ.