Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Пысăк Упакасси шкулĕнче чăваш чĕлхине халалласа фестиваль иртрĕ.Уява чăваш чĕлхипе литература учителĕ Р. А. Евграфова тата 5-мĕш класра вĕренекен Тимурпа Риана пуçларĕç. Шкул директорĕ С. Н.Васильева ачасене уяв ячĕпе ặшшặн саламларĕ, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине ӑнлантарчӗ.
Ача садне çурекен ачасем чăвашсен илемлӗ юрри-кӗввипе, Ҫемен Элкер çырнă "Ҫуллахи ир" ятлă сăвăпа савантарчӗç.Кĕçĕн класра вĕренекенсен те чăваш юрри-сăвви уççăн янăрарĕ, 5-8-мĕш классенчи ачасем чăвашла сценкăсем кăтартса хавхалантарчĕç.Куракансем çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ, пурте чăвашлăха юратнине кăтартрĕç.
Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр.Калаçу илемне тата халăх пултарулăхне ташăсемпе юрăсем витĕр аталантаратпăр.