Чăваш вăййисем

Чăваш  вăййисем

     Кирек хӑш саманара воспитанин тӗп тӗллевӗ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫирӗплетес тата аталантарас тӗллев пулнӑ.Акă паян чăваш чĕлхи эрнине халалласа Пысăк Упакасси шкулĕнчи  кĕҫĕн класри ачасемпе чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли- йĕркисене, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсене упраса хăварас,ачасене тăван чĕлхен илемне, пуянлăхне туйма вĕрентес тĕллевпе ача-пăча вăййисене ирттерчĕҫ.

Паянхи уяв юрă картинчен пуҫланчĕ. Вĕренекенсем чăвашла кун,уйăх ячĕсене аса илсе ĕлĕк кашни кун  мĕнрен пуҫланса мĕнпе вĕҫленни ҫинчен, мĕнле вăйсем выляни ҫинчен пĕлчĕҫ, хăйсем те ҫак вăйăсене  выляса пăхрĕҫ, вăйăсемпе вăйă сăвви-юррисем урлă ачасем  илемлĕ сăнарсемпе паллашрĕҫ. Малашне паян юрланă юрăсене, ташăсене, вăйăсене манса каяс марччĕ.  Ĕçре, вĕренÿре тăрăшса, хавхаланса вăй хурар, вăйăра савăнар. Эпир вара, чăваш ачисем, чăвашла вылятпăр-юрлатпăр пулсан, чăвашла сăвăсем каласан, чăвашла калаçсан чăваш пулма пăрахмăпăр.






Фотогалерея