Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи

Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи

Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхипе литература ​ эрни пырать. Ку эрнере шкулта тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. 4 класра «Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи» темӑпа калаҫу иртрӗ. Ачасемпе чӑваш чӗлхи илемӗ пирки, чӗлхене аталантарса пырса сыхласа хӑварасси пирӗн тӗп тӗллев пулса тӑни пирки калаҫрӑмӑр. Паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ​ Любовь Михайловна Федорова ҫырнӑ калавсем тӑрӑх видеосене пӑхса вӗсене сӳтсе яврӗҫ. Кашни калавах ачасенче ӗҫченлӗхе, тӗрӗслӗхе, тӳркӑмӑллӑха, аслисене хисеплес туйӑма аталантарать.