Юпа уйăхĕн 6- мĕшĕнче 8-мĕш тата 6- мĕш класра вĕренекенсем ялти библиотекăна Тарасов Арсений Алексеевичпа тĕл пулма васкарĕç. Писатель, поэт, тележурналист пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ вĕceне питĕ кăcăклантарчě. Уйрăмах писателĕн ача чухнехи пурнăçĕ интереслĕ пулчĕ вĕceмшĕн. Хăçaн çырма пуçланă, мĕн çинчен çырса шурă хута хуратнă? Aрсений Алексеевич ачасене вăл вăхăтри чун пуянлăхĕ çинчен каласа ăнлантарчĕ. Тен, выçă та пулнă, чаплă та тăхăнман, анчах яланах пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшнă, питĕ туслă пурăннă. Чухăннисем, пуяннисем çинчен ăнлав та пулман. "Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех хам валли картса хунă: никама та ăмсанмастăп, кĕвĕçместěп, никампа та çaпăçмастăп хам мала тухассишĕн. Пурнăç хăйeх уçca парĕ, мĕнле тĕрĕс тумаллине. Çaвăнпа маншăн шкул çулĕceм питĕ тикĕc иртсе кайнă",- пĕлтерчĕ тележурналист. Шухăша кайрĕç шкул ачисем... Ахăртнех, кашниех хăйĕн пурнăçне хăна ачалăхĕпе танлаштарса пăхрĕ пулмалла. Нумай ăcлă та усăллă шухăшсем янăрарĕç тĕлпулура.
Ачасeмшěн питĕ усăллă пулчĕ çaк литература вучахĕ. Писательпе куçран куça тĕл пулни мĕне тăрать тата! Тĕлпулура чĕлхепе литературăна вĕрентекен Евграфова Р.А. тата Фёдорова А.А.та пулчĕç. Вĕсем хальхи ачасен чĕринче çутă пулăм яланлăхах тымарланса юласса шанчĕç.
" Хресчен сасси" хаçaт редакторăн сăмахне те тимлерĕç шкул ачисем. Валентина Викторовна редактор ачасене вĕренýре ăнăçу сунчĕ. Юлашкинчен, асăнмалăх- савăнмалăх пурте пĕрле фото ýкерĕнчĕç.