«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2021»

Чăваш чĕлхи кунне   тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2021»  акци иртрĕ. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те акцие хастар хутшăнчĕç. Юхма Мишши çырнă чăвашăн «Ылтăн кĕнеки» çинчен хатĕрленĕ текста çырчĕç.  Ĕç пурнăçлакансем панă текст питĕ кăсăклă, усăллă пулнине палăртрĕç.  Пурĕ пĕрле диктант çыракансем 16 пулчĕç. Пурте ĕçĕсене аван пурнăçланă, начар паллă илекенсем  пулмарĕç.

Çамрăк ăру Иван Яковлевич Яковлев ятне ялан асра тытасса шанатпăр.