Чăваш чĕлхи эрни вĕçленчĕ

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Эс –чи пахи, эс чун уççи.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

 

Мĕн тери илемлĕ, мĕн тери хăватлăн, мĕн тери мăнаçлăн янăрать пирĕн тăван чĕлхе.

Ака уйăхĕн 19-25 кунĕсенче шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Çак  уяв вăл чăвашсене çутта кăлараканĕ И. Я. Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă.

Эрнере тума палăрнтă ĕçсене пурне те пурнăçланă.  Кашни вĕренекен тĕрлĕ конкурса, викторинăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма, пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарчĕ. Ĕçсене вара тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли хатĕрленĕ.

Эрне «Чăваш çырулăхĕ» тата И. Я. Яковлев пултарулăхне халалланă презентацисемпе паллашнирен пуçланчĕ.

5 класс вĕренекенĕсем  чăвашла Салам открыткисем хатĕрлесе пĕр-пĕрне çывхарса килекен Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕç, юмах калăплас ăсталăха туптарĕç. Королев Ильяпа Васильева Анна чăн- чăн юмахçăсем пекех хайланă юмахĕсене.

6 – мĕш классем «Чăваш чĕлхи » кластерпа ĕçлерĕç. «Чăваш тĕрри »  выставка валли ÿкерчĕксем турĕç.

7- мĕш класра «Эсир чăвашла лайăх пĕлетĕр –и?» вăйă иртрĕ. Вăйăра ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине  хуравларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе тата фразеологизмсемпе ĕçлерĕç. Уйрăмах Ерилеев Эдуард, Захарова Карина, Иванова Алина маттур пулчĕç.  Çавăн пекех Захарова Карина О. Титован «Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе»  сăввипе «Эпĕ чăвашла калаçатăп» видео конкурса хутшăнчĕ.

8 тата 9 класс вĕренекенĕсем «Мĕншĕн çыннăн тăван чĕлхене пĕлмелле?»  калаçăва хутшăнчĕç . Калаçура чăваш чĕлхин  вырăнĕ пирки сăмах пулчĕ, ăна «сÿнме пама» юраманнине  çирĕплетрĕç.

Класс тулашĕнчи вулавра  аслă класс вĕренекенĕсем Н. Айзманăн «Кăмăллă кÿршĕ» пьесине пăхса  тухрĕç. Хайлаври «çивĕч » сÿтсе яврĕç, темипе тĕп шухăшне палăртрĕç. Калаçура Васильева Алена, Иванов Игорь тата Иванов Артем ытларах палăрчĕç.

Унсăр пуçне ачасем шкулти этнографи музейĕнче пулчĕç, унти экспонатсемпе тĕплĕнрех  паллашрĕç;  чăвашла мультфильмсем  курса киленчĕç.

Чăваш чĕлхи эрни пуриншĕн те усăллă, тухăçлă иртрĕ.