Ача сачĕн аслă ушкăнĕнче «Чăваш чĕлхи эрни» иртрĕ. Тăван, чăваш пуплевне аталантарасси – тĕллевсенчен пĕрремĕш вырăнта паянхи куна. Ачасем чăвашла юмахсем, сăвăсем итлесе савăнчĕç, ваттисен сăмахĕсене тимлесе итлерĕç, Л.Смолинан «Чăваш Ен» сăввин сыпăкне пăхмасăр вĕренчĕç. Марья Михайлова çак сăвва вуласа панине ÿкерсе илсе ЧРИО ирттерекен конкурса ярса пама та май килчĕ. Илемлĕ пултару ĕçĕ-хĕлĕнче ачасем чăваш тĕррипе çывăхрах паллашрĕç: сурпан, масмак ÿкерсе илемлетрĕç, кăчкă уявĕ валли ÿкерчĕксем ăсталарĕç. Ачасен пултарулăхне кăтартма выставкă йĕркеленĕ. Паллах чăваш вăйисемпе чăваш юррисемсĕр пĕр кун та иртмест. Вăйăсем чăвашсен нумай: «Суккăр упа», «Лаша сутни», «Сар Иван», «Автансем» тата ытти те. Эрне вĕçĕнче ирттернĕ савăнăçлă уяв валли юрăсем те вĕрентĕмĕр, вĕсене юрланине, сăвăсене илемлĕ вуланине ашшĕ-амăшĕсем те онлайн майĕпе курма пултарчĕç.