ТУСЛĂХ-ЧĂВАШЛĂХ-ЭЛКЕРЛĔХ

«ТУСЛĂХ-ЧĂВАШЛĂХ-ЭЛКЕРЛĔХ» çак темăпа паян 5-6 классенче уçă урок иртрĕ. Малтанах ачасем çак темăна мĕнле ăнланнине уçса пачĕç.Унтан, кашниех хăй чăваш ачи пулнине, чăвашăн хăйĕн тăван чĕлхине упраса хăвармаллине, тăван вырăнсене тĕпчессине тата ытти кăсăклă темăсем  çинчен те калаçрĕç çамрăк тĕпчевçĕсем.

Унтан пурте Кушлавăш уйĕ тăрăх виртуаллă экскурсие тухрĕç. Çакна пурнăçлама «Кошлаушское поле» видеофильм пулăшрĕ. Ачасем Элкер 1925-мĕш çулта хатĕрленĕ картăпа та паллашрĕç. Унтан халь тин тухнă чăвашла картăна пăхса тухрĕç(ăна Чăваш сайчĕ кăларнă).

Юлашкинчен вĕренекенсем туслăх çинчен калаçрĕç. Туслăх, тăнăçлăх пулмасан – чăвашлăх та, элкерлĕх те пулаймĕç… Урок туслăх  кăшăлĕпе веçленчĕ.