Савăнăçлă уяв

Уроксем хыççăн 6-мĕш тата 8-мĕш класра вĕренекенсем савăнăçлă уяв ирттерчĕç. 2 команда йĕркелесе  уяв  сĕтелĕ  хатĕрлерĕç  конкурса  хутшăнакансем. Уява  8-мĕш  марта халалларĕç.  Малтанах   ума  саппунсем  çакрĕç  конкурсантсем.  Унтан  вĕсен  хăйсен команди  валли  çурхи  салатсем  хатĕрлемелле  пулса  тухрĕ.  Пурте  питĕ  матур  пулчĕç.  Уяв  ячĕпе  салам  сăмахĕсем  каланă  тупăçу  та  питĕ  хаваслă  иртрĕ.  Юлашкинчен  тутлă  тортпа  сăйланса, пĕр-пĕрне  уяв ячĕпе  ăшшăн  саламласа  праçнике  вĕçлерĕç.